Чӳкӗн 20 тата 23-мӗшӗсенче Шупашкарти Юханшыв портӗнче паллӑ круиз теплохочӗ «Мустай Карим» чарӑнӗ. Ку Раҫҫейре транспорт ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уяв пулӗ.
Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта чарӑннӑ хыҫҫӑн теплоход Чулхулана хӗл каҫма кайӗ.
Палӑртмалла: «Мустай Карима» 2019 ҫулта шыв ҫине антарнӑ. Карап тӑвакансем ӑна мӑнаҫлӑн «хедлайнер» теҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен Шупашкарти юханшыв порчӗ Атӑл тӑрӑх уҫӑлса ҫӳремелли рейссем уҫӗ. «Чӑваш Ен» ятлӑ теплоходсем пӗр сехет ҫӳрӗҫ.
Рейссем кашни кун 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗҫ. Аслисен билечӗ 400 тенкӗ тӑрать, ачасен - 300 тенкӗ. 5 ҫула ҫитмен ачасем тӳлевсӗрех ярӑнма пултараҫҫӗ.
Рейссем юханшыв навигацийӗ вӗҫлениччен ҫӳрӗҫ.
«Нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» (Чӑваш Ен ертӳҫин йышӑнӑвӗнче ҫавӑн пек каланӑ) Шупашкарти юханшыв порчӗн генеральнӑй директорне Ванифатий Шайкина
«Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Ванифатий Васильевич 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑтаелӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ, историк пулма вӗренсе тухнӑ.
1996 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче – аппарат ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Шупашкарти юханшыв портӗнче гендиректорӑн пӗрремӗш ҫумӗнче, 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе гендиректорта тӑрӑшма тытӑннӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикин Элтеперӗ темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн аслӑ медицина сестрине Светлана Архиповӑна «Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн пахалӑх службин бюровӗн пуҫлӑхне Владимир Бахарева, Шупашкарти электроаппаратура савучӗн автомат цехӗн участок мастерне Валерий Максимова — «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», Шупашкарти юханшыв порчӗн электрооборудование юсакан тата тытса тӑракан электромонтера Олег Григорьева — «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ».
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем Шупашкар юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи «Лимонад» кафене тӗрӗсленӗ те апатланмӑшра санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑснине тупса палӑртнӑ.
Апат хатӗрленӗ ҫӗртех пахча ҫимӗҫ ҫунине, ҫӑкӑр-булка пӗҫернӗ вырӑнтах пахча ҫимӗҫ, пулӑ тата аш-какай тирпейленине асӑрханӑ. Унсӑр пуҫне шашлӑка сентре патне таса мар пахча ҫимӗҫ ҫунӑ вырӑнтан йӑтнӑ. Капла вара, йӗрке тӑрӑх, вуҫех хӑтланма юрамасть.
Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд юханшыв порчӗ патӗнче вырнаҫнӑ «Лимонад» кафене 25 талӑклӑха хупса хунӑ. Ку тапхӑрта унта кунсерен суд приставӗсем ҫитсе курӗҫ, ӗҫе ҫӗнӗрен тӗрӗс йӗркеленине сӑнаса тӑрӗҫ.
Шупашкарти юханшыв портӗнчен Атӑлӑн леш енне ҫӳрекен пӑрахучӗсем кӑҫалхи сезонта ыран юлашки хутчен ҫула тухмаллаччӗ. Ку йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫу уйӑхӗнчи йышӑнусенчен пӗринче палӑртса хӑварнӑччӗ. Кӑҫалхи навигаци тапхӑрӗ ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ.
Шупашкарти юханшыв портӗнче теплоходсене Атӑл леш енне ҫурлан 28-мӗшӗнчех каҫарма пӑрахнӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче порт пӗлтерни тӑрӑх ҫанталӑк сулхӑнлатнипе тата пассажирсен шучӗ чакнипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж — Шупашкар» маршрутпа теплоходсем ҫӳретнӗччӗ.
РАШ | 26 |
Шупашкарта паян юханшыв порчӗ ҫумӗнче ҫӗр чӗтренни пирки халӑх пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла иртсен икӗ сехет ҫурӑра пулса иртнӗ имӗш: стенасемпе люстрӑсем чӗтреме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Президент булварӗнче, Константин Иванов урамӗнче тата ытти вырӑнсенче пулнӑ халӑх та ҫавнашкал пулӑма туйнӑ иккен.
ЙӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх хӑрамалли нимӗн те ҫук. Раҫҫей Федерацин ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи халӑхпа ӗҫлекен тата информаци пай пуҫлӑхӗн ӗҫне тӑвакан Вероника Чернова ҫапла пӗлтернӗ: «Ку пулӑм сасартӑк ӑшӑтса янӑран тӑпра ӑнсӑртран аннипе е куҫнипе ҫыхӑннӑ. Юханшыв порчӗн ҫуртӗнче кантӑксенче темиҫе ҫурӑк пур. Халӑх пӗлтернӗ ҫурӑк пирки калас пулсан вӑл тахҫанах пур, паянхи пӑтӑрмахчченех тухнӑ. Никам та аманман, нимле ҫурт та ишӗлмен. Юханшыв портӗнче ӗҫлекенсене килелле яма сӗннӗ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |